Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кушар Юнтапа

Кушар-Юнтапа ялӗ Вӑрнар район центрӗн хӗвел анӑҫ енче вырнаҫнӑ. Яла район центрӗпе асфальтлӑ ҫул ҫыхӑнтарать. Тӑршшӗ - 25 ҫухрӑм. Кушар-Юнтапа Ҫавал юханшыв ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Унӑн лаптӑкӗ – 413 км².Ял 1883 ҫулта никӗсленнӗ. Ярмушка ял тӑрӑхне кӗрет. 2006 ҫул тӗлне ялта 216 ҫын пурӑннӑ.

Ялта пурӗ пилӗк урам: Шоссе урамӗ, Тӗп урамӗ, Ҫӗнӗ урам, Ҫамрӑксен урамӗ, Уй-хир урамӗ.

Ҫак ялта СХПК "Юнтапа" колхоз ӗҫлет. Кушар-Юнтапара медецина пункчӗ, ҫыхӑну уйрӑмӗ, культура керменӗ, ял вулавӑшӗ, лавкка пур.

Ялпа юнашар Кушар-Юнтапа вӑрманӗ кашласа ларать.. Ҫак вӑрманта сад пахчи пур. Унта груша, пан улми, катӑркас йывӑҫҫисем лараҫҫӗ. Ӗлӗк ҫак вӑрманта садпа юнашар чӑх-чӗп ферми те пулнӑ. Вӑрман варринче тирӗк вӑрманне те курма пулать.

Вӑрманпа юнашар торф шӑтӑкки пур. Унта малтан торф кӑларнӑ. Халӗ вӑл шывпа тулса ларнӑ. Унта тӗрле тӗслӗ пулӑсем ӗрчеҫҫӗ.

Вӑрманпа ял хушшинче ҫырма хӗрри тӑсӑлса выртать. Ялти ватӑсем каласа панӑ май, ҫак ҫырма хӗрринче колхоз пахча-ҫимӗҫ туса илнӗ.

Ҫырма тӗпӗнче - анлӑ сарӑлнӑ уй. Ӗлӗк ҫак уйра кӗрсе каймалла мар чӑтлӑх пулнӑ тата шыв тӑнӑ тет. Ҫынсем кимӗсемпе ишнӗ тет. Халӗ вара уйра ӗне, сурӑх, ферма кӗтӗвӗ ҫӳрет.

Уйпа ҫумӑн Ҫавал юхан шыв юхса иртет. Вӑл тарӑн мар, анчах унта та тӗрлӗрен пулӑсем пур. Ҫулла шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑн та пур ҫакӑнта. Ӑна Петӗр арманӗ теҫҫӗ. Малтан ҫакӑнта шыв арманӗ ларнӑ. Унӑн хуҫи Петӗр ятлӑ пулнӑ.

Кушар Юнтапа ячӗ архив докуменчӗсенче XVI ӗмӗртен тӗл пулать. Вӑл хальхи Элӗк районне кӗрекен Шуркасси Юнтапаран уйрӑлса тухнӑ теҫҫӗ. Кушар-Юнтапа ялӗ 150 яхӑн ҫул каялла никӗсленнӗ. Тӗрлӗ музейри архив хыпарӗсепме ҫӑлкуҫӗсем тӑрӑх, ватӑ ҫынсем каласа хӑварнипе ял пуҫланса кайнине тӗрлӗрен ӑнлантарма пулать. Анчах та чи тӗрӗсси вӗсенчен ял 1883 ҫулта никӗсленни ҫинчен палӑртать.

Кушар-Юнтапа ялӗ ячӗ акӑ ҫапла пулса кайнӑ: малтанах ял тӑрӑхӗнче вӑрман кӑна пулнӑ. Ҫак вӑрмансенче патша ҫыннисенчен налук тӳлеме май ҫуккипе ҫӗр ӗҫтешӗсем тарса ҫӳренӗ. Пӗр ҫӗр ӗҫтеш ҫӑл патӗнче чарӑнса тӑнӑ та ҫак вырӑнтах пурӑнма юлнӑ. Ҫак ҫын Кушар ятлӑ пулнӑ, вӑл Кушар-Юнтапа ялне никӗсленӗ теҫҫӗ.

Ҫак ял тӗрлӗ вӑхӑтра Етӗрне уесӗнчи Асакасси вулӑсне, Трак, Калинин, Красноармейски, Вӑрнар районӗсене кӗнӗ.

Кушар-Юнтапа ҫыннисем Тӑван ҫӗр-шывӑн пур пулӑмне те хутшӑннӑ. Тӗслӗхрен, 1670 ҫулта Степан Разин, 1774 ҫулта Емельян Пугачев ертсе пынӑ хресчен вӑрҫисенче хастар пулнӑ. Пугачев пӑлхавне путарнӑ хыҫҫӑн ку тӑрӑхри халӑха хӑратас тесе ҫапӑҫусенче пуянсене хирӗҫ пулнӑ ҫынсенчен хӑш-пӗрне ҫакса вӗлернӗ.

1842 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Мӑньял ҫывӑхӗнче 6 пин хресчен сенӗк, пуртӑ, патак, ҫава тата ытти хатӗр йӑтса, 400 ҫынлӑ ҫара хирӗҫ тухнӑ. Пӑшаллӑ казаксене мӗнех тӑвайнӑ-ши вӗсем? Хресченсем П.Киселев ирттерекен реформӑна хирӗҫленӗ, мӗншӗн тесен хӗсӗк анисене кастарса общество валли сухалама парасшӑн пулман.

Ҫак енчи халӑха вара Тӑван ҫӗр-шывӑн 1812 ҫулхи вӑрҫин паттӑрӗ, Кушар-Юнтапа ҫынни Сидор Семенов ертсе кайнӑ. Тан мар ҫапӑҫура 14-шӗ йывӑр аманнӑ, 3-шӗ вилнӗ, 400-ӗшне арестленӗ. Ҫакна хирӗҫ ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Шурча тӑрӑхӗнче Етӗрне тата Козьмодемьянск уесӗсенчи 10 пин хресчен пӑлхава тухнӑ. Ӑна пӑчлантарнӑ пулин те крепостла правӑна пӑрахӑҫлассине ҫывхартнӑ (ӑна 1861 ҫулта пӗтернӗ).

Сидор Семенов 1792 ҫулта Кушар-Юнтапара ҫуралнӑ. 1812 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 20 ҫулхи ҫамрӑка патша ҫарне илнӗ, хӗсметре 26 ҫул тӑнӑ. Киев гренадерӗсен полкӗн салтакӗ вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн «Ҫветтуй Анна» тата V степень «Вӑрҫӑри ҫитӗнӳсемшӗн» паллӑна, Парижа (1814 ҫ.) тата Варшавӑна (1831 ҫ.) илнӗшӗн кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ.

Шурча пӑлхавне путарнӑ, чи хастаррисене тытса хупнӑ. Вӗсен шутӗнче Сидор Семенов та пулнӑ. Хусан кӗпӗрнаттӑрӗ С.Шипов 1843 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗр-шывӑн шалти ӗҫсен министрне Сидор Симонов (Семенов) пирки ҫапла пӗлтернӗ: «...Представляя на благоусмотрение Вашего высокопревосходительства, долгом поставляю присовокупить, что, принимая во внимание беспорочную службу рядового Симонова (Семенова) я заключаю: лишить его знаков отличия за военное достоинство, серебряной медали и трех нашивок, наказать шпицрутенами через 500 человек один раз и как негодного по летам к крепостной работе отослать в Сибирь на поселение». Паттӑрӑн малашнехи шӑпи паллӑ мар.

Хальхи вӑхӑтра ҫӗр-шыври пулӑма тӗрлӗрен хаклаҫҫӗ. Ҫапах та ҫак ялӑн историйӗпе ҫыхӑннине, тӗрлӗ вӑхӑтри паттӑрсене ас тумалла, хакламалла, ҫамрӑк ӑру валли упраса хӑвармалла.

Тӑван ҫӗр-шывӑн 1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫине Кушар Юнтапа тӑрӑхӗнчен 193 ҫын кайнӑ, 129-шӗ ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнӑ.

Шкулсем ҫинчен калас тӑк Кушар-Юнтапа ҫынни Иван Павлов, патша ҫарӗнчен таврӑннӑскер, ял халӑхӗ хут пӗлменнипе, тӗттӗм пулнипе пӑшӑрханнӑскер, 1893 ҫултах хӑйӗн килӗнче ачасене вӗрентме тытӑннӑ. Каярах вӑл чиркӳпе прихут шкулӗ пулса тӑнӑ. Кушар Юнтапари пуҫламӑш шкул Совет влаҫӗн ҫулӗсенче уҫӑлнӑ. Ун чухне ачасене ытларах пуянрах ҫынсен ҫурчӗсенче Михаил Илларионов пӗлӳ панӑ. Каярах вӑл Етӗрне уес ӗҫтӑвком председателӗнче, Чӑваш Республикин суйлав комиссийӗн председателӗнче ӗҫленӗ, Мускавра В.Ленинпа темиҫе хут та тӗл пулнӑ. 1931 ҫулта кунта вӑтам шкул уҫӑлнӑ, ӑна малтан Николай Значков, каярахпа Лука Захаров ертсе пынӑ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Малая тӳрлетнӗ, информацие 2018-12-02 23:35:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3388 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем